12315 | Начар арӑмпа пурӑнса ҫӳҫ кӑна мар, сухал та шуралать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12316 | Начар кӑна упӑшка та хӗрарӑмшӑн пысӑк хӳтлӗх. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12317 | Начар упӑшкапа ӗмӗр сая яни анчах. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12318 | Начар упӑшкапа пурӑниччен пӗччен пурнӑҫ аванрах. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12319 | Панӑ панах, сухал хырассине те хӗрарӑма памалла пулнӑ теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12320 | Парӑма кӗриччен арӑм ил. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12321 | Патшана суйсан та, арӑмна чӑнне кала. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12322 | Пӗр килте номай хӗрарӑм шӑнӑҫаймаҫҫӗ, шӑнӑҫса порнаймаҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12323 | Пӗр хӗрарӑм: «Вунӑ ача ӳстертӗм, тӳшек ҫинче ҫывратса тӑтӑм, тӳшек ҫине пӗрре те шӑртмарӑм», — тесе калать тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12324 | Пӗри арӑмне хӗнеме вӑрманта патак тупайман. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12326 | Пӗрремӗш арӑм — Хӗвелпи, иккӗмӗш — Ҫӑлтӑрпи, виҫҫӗмӗш те Ҫӑлтӑрпи. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12328 | Пӗрремӗш арӑм — ылтӑн, иккӗмӗш — кӗмӗл, виҫҫӗмӗш — пӑхӑр. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12329 | Пӗрремӗш арӑм — Ырпике, иккӗмӗш — Юспике, виҫҫӗмӗш — Ютпике. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12325 | Пӗрремӗш арӑм Турӑран, иккӗмӗшӗ — инкекрен, нушаран, виҫҫӗмӗшӗ — шуйттанран. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12327 | Пӗрремӗш арӑм чукунран, иккӗмӗшӗ — чӳлмекрен, виҫҫӗмӗшӗ — кӗленчерен. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12330 | Пӗтӗм ял хыпар пӗлтӗр тесен вӑл хыпара хӗрарӑма кала теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12331 | Пӗшкӗн кӑна, ӗнсе ҫине хӗрарӑм хӑех хӑпарса ларать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12332 | Пур йывӑҫ та купӑса юрамасть, пур хӗрарӑм та пурнӑҫ памасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12333 | Пур чух та арӑмна тӗрӗсне ан кала. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12335 | Путсӗр хӗрарӑм пулсассӑн ҫӗлен-калта пек. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12334 | Пӳрчӗ мӗнле, кинӗ те ҫавнах пӑхнӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12336 | Салтак арӑмӗ салатать, чармасассӑн чакарать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12337 | Салтак арӑмӗ шушкӑ ҫиет, мушик арӑмӗ ҫупкӑ ҫиет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12338 | Сӑпрам ҫӑкӑр виҫ кунлӑх, усал арӑм ӗмӗрлӗх. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12339 | Сутлӑ инке сут тӑвать, ясар инке ял усрать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12340 | Сыснана лайӑх ан ҫитер те, арҫынна лайӑх ан ҫитер теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12341 | Ҫӑпата хитре пулмасан арӑм хитре пулмасть тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12342 | Ҫӗнӗ ҫын каҫ пуласса кӑна кӗтет тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12343 | Ҫӗнӗ ҫын ячӗ ҫулталӑка. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12344 | Ҫӗнӗ ҫынсене ҫӗр кӗске. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12345 | Ҫука чӑтать арӑм, пура чӑтаймасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12346 | Ҫумӑрта ясар арҫынсем ют арӑмсем патӗнче ҫӳреҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12347 | Ҫумри арӑмна шаниччен ҫумри йыттуна шан. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12348 | Ҫӳпҫине хупӑлчи. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12349 | Ҫӳрен лаша ҫул тытать, ҫумри арӑм кил тытать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12350 | Тӑлӑх арӑм пускил арӑмне кураймасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12351 | Тӑлӑх арӑм тӑхӑр хӗртен ирттернӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12352 | Тӑлӑх арӑм хапхине элек сӑрлать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12353 | Тӑлӑх майра тем те майлать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12354 | Тӑлӑх матка пурнӑҫӗ тӑварлӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12355 | Тӑлӑх матка хӗрӗ тӗс памасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12356 | Тӑлӑх маткан тӑхӑр тӗрлӗ айӑп пур. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12357 | Тепӗр арӑм тӑлӑх маткана та тӑмасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12358 | Тӗпел кукринче икӗ хӗрарӑма тӑвӑр. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12359 | Тимӗр кӑмака ӑшши инке арӑм ӑшши тенӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12360 | Тирпейлӗ арӑм пӳртре ҫӳп-ҫап тӑратмасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12361 | Турӑ хӗрарӑма арҫыншӑн чӑтма ҫук илӗртмелле туса янӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12362 | Турӑ хӗрарӑма тусан виҫ кун ларса йӗнӗ тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12363 | Уйӑхсӑр лашуна ан мухта, ҫулталӑксӑр арӑмна ан мухта. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12364 | Упӑшка ватни арӑмӗшӗн шушкӑ ҫини пек ҫеҫ тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |